Патӑрьелте патшалӑх программипе картишсене  тирпейлеҫҫӗ, спорт лаптӑкӗсем тӑваҫҫӗ 

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Указӗпе килӗшӳллӗн хуласемпе районсенче урамсемпе  кил картишӗсене хӑтлӑлатаҫҫӗ. Ку енӗпе муниципалитетсем хушшинче чи хастаррисем - Вӑрнар, Канаш тата Красноармейски районӗсем. Патӑрьел тӑрӑхӗнче те строительство кал-кал пырать.

Патӑрьелти Совет урамӗнчи 33-мӗшпе 34-мӗш ҫуртсем хушшинчи лаптӑка ятарлӑ программӑпа пуринчен малтан йӗркене кӗртнӗ. Ку кӗтес палламалла мар улшӑннӑ. Ӑна хальхи йышши хатӗрсемпе пуянлатнӑ. Кунта ачасем валли те, аслисем валли те вырӑн ҫителӗклӗ. Хӑтлӑх кӗртес ӗҫе кунта пурӑнакансем те хастар хутшӑннӑ. Картише йӗркене кӗртме икӗ миллион ытла тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Икӗ хут ытларах укҫа Крепков урамӗнчи ача-пӑча тата спорт лаптӑкне тума тӑккаланӑ. Мичурин урамӗнче пурӑнакансен те малашне вӑхӑта усӑллӑ ирттерме инҫе ҫӳреме кирлӗ мар.

 

Вероника Павлова, Семен Антонов