Патӑрьелсем кӑна мар, ҫывӑхри районсенче пурӑнакансем те сипленеҫҫӗ

«Стопкоронавирус» сайт кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн,  пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра ковидпа чирлӗ 15 пин те 200 ытла ҫынна шута илнӗ.

Вӗсенчен 13 пин те 550-шне сыватнӑ тата тепӗр пин те 230-шӗн сывлӑхне тухтӑрсем асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Официаллӑ пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх, вируса пула 423 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Чӑваш Енре ковид ертнисене 16 медицина учрежденийӗнче сиплеҫҫӗ, вӗсенче пӗтӗмӗшле 3 пин те 300-ре яхӑн вырӑн хатӗрленӗ. Патӑрьелӗнчи тӗп больницӑра иртнӗ уйӑхранпа ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркеленӗ - кунта ача ҫуратмалли тата инфекци уйрӑмӗсенче коронавируспа чирлисене йышӑнаҫҫӗ.

 

Ирина Николаева, Вадим Владимиров