Патӑрьелӗнче тӑлӑхсене тахҫанах кӗтнӗ хваттер уҫҫисене пачӗҫ

Республикӑра тӑлӑхсене тата нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессине улшӑнусем кӗртнӗ. Социаллӑ хваттер туянмалли е ҫурт тумалли  пӗр тӑваткал метр хакне ӳстернӗ. 

Пӗрремӗш хваттер хуҫисене сумлӑ саламлас тенӗ. Район центрӗн пуҫламӑшӗнче вырнаҫнӑ 3 хутлӑ ҫурта пӗлтӗр ҫӗклеме тытӑннӑ. Ӑна 42 хваттерлӗ тунӑ.  Ҫурт-йӗре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хута яма йышӑннӑ. Ҫак самант ҫӗнӗ вырӑнта чӑн малтан пурӑнмалли кӗтес илнисен асӗнче нумайлӑха юлӗ. Ирина Васильева 2015-мӗш ҫултанпа социаллӑ хваттерпе тивӗҫтермеллисен черетӗнче тӑрать. 10 ҫул каялла ӑна амӑшӗн тӑванӗсем  усрава илнӗ. 23 тултарсан Ирина патшалӑх шантранӑ кӗтесе тивӗҫме пултарчӗ. Светлана Хадарова та ҫӗнӗ хваттере пысӑк йышпа куҫса килме палӑртать. 

 

Ирина Николаева, Игорь Ульянов