Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Катекре тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн ял клубне уҫрӗҫ 

Ӑна регионти "Культурная среда" проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлама май килнӗ. 

Ялти Культура ҫуртне тӗпрен юсама республика хыснинчен 5 миллион та 660 пин тенке яхӑн уйӑрнӑ. Ҫак укҫапа ҫурт ҫамкине ҫӗнетнӗ, чӳречесене, маччапа урайне, сценӑна, алӑксене, виттине улӑштарнӑ. Халӗ клубра вӗр-ҫӗнӗ сӗтел-пуканпа сцена костюмӗсем. Сӑн-сӑпачӗпе илемленнӗ культура ҫуртне уҫма Шупашкартан сумлӑ хӑнасем килнӗ. Вӗсене кивӗкатексем тарават кӗтсе илчӗҫ. 

 

Марина Карягина, Евгений Романов