Светлана Чихина шкулта истори вӗрентет, ҫав хушӑрах вырӑнти музей ӗҫне йӗркелесе пырать. Унпа пӗр тӗллевлисем Алманчӑра татах та пур. Татьяна Каруева библиотекарь, Алевтина Сымкина воспитатель, фельдшерпа-акушер пунктне тирпейлекен Антонина Краснова пӗччен пурӑнакан ватӑсене пулӑшма хатӗр. Ял хӗрарӑмӗсем кил-хуҫалӑха пӑхса тӑнипе тата кулленхи ӗҫре вӑй хунипе пӗрлех аслӑ ҫултисене тимлӗх уйӑрма та хевте ҫитереҫҫӗ. Ватлӑха пӗччен кунлакан кашни пенсионера волонтерсем хӑйсен телефон номерне пӗлтернӗ. Волонтерсем ҫӗнӗ вирус пуҫлансан вырӑнти администраци пуҫарнипе чӑмӑртаннӑ.
Ирина Николаева, Вадим Владимиров