Оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш музыкин фестивалӗ пырать

Уяв концертне "Нарспи" оперӑри "Алран кайми" хорпа пуҫланӑ. Хайлава куракансем ура ҫине тӑрса итленӗ.

Оперӑпа балет театрӗнче вуннӑмӗш хут ирттереҫҫӗ чӑваш музыкин сумлӑ уявне. Кашнинчех программа йӗркине урӑхла сӑн кӗртме тӑрӑшаҫҫӗ. Хальхинче концертра ҫӗнӗ ят чылай. Тӗрлӗ ҫӗртен пухӑннӑ артистсем. Пӗрисем маларах юрланӑ кунта, теприсем опера юрлама вӗреннӗ тулай чӑвашӗсем. Пурне те чӑваш кӗвви-ҫеммине чунтан юратни, тӑван ҫӗршыва килсе курас кӑмӑл пӗрле пухнӑ. Уява йӗркелекенсем кӑҫалтан шупашкарсемпе пӗрле районсенче пурӑнакансене те тӑван музыкӑпа килентересшӗн. Артистсем Етӗрнепе Канаша, Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитеҫҫӗ.

 

Александр Осипов, Семён Антонов