Шупашкар районӗнчи Курак Чурачӑкра пурӑнакансем кашни ир 6 сехетре лавкка умне сӗт пама пуҫтарӑнаҫҫӗ. Шӑпах ҫак вӑхӑт тӗлне ятарлӑ машин килет. Ялта пурӑнакансенчен чылайӑшӗ ытлашши сӗте сутса тупӑш тума тӑрӑшать. Выльӑх усрама халӗ ҫӑмӑл мар, апатне хатӗрлеме те питӗ тӑкаклӑ, теҫҫӗ ҫынсем. Ҫуркуннехи-ҫуллахи тапхӑрта вара сӑвӑм ӳснипе чӗртавар хакӗ кашни ҫулах чакать. Ҫакӑ, паллах, ӗне усракансене пӑшӑрхантарать. Сӗт хакӗпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов район ертӳҫисемпе, сӗт туянакансемпе тата юр-вара тирпейлекенсемпе сӳтсе яврӗ.
Елена Дмитриева, Вадим Владимиров