Николай Теветкел (Петровский) чӑваш литературинче иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче палӑрма тытӑннӑ. "Ҫамрӑклӑх сӑввисем" ятлӑ пӗрремӗш кӗнекинех Петӗр Хусанкай, Александр Алка, Стихван Шавли Чӑваш халӑх поэчӗсем асӑрхаса аван хак панӑ. Унтанпа ӗнтӗ унӑн 20-е яхӑн кӗнеки кун ҫути курнӑ - вӗсем вулавӑш ятарласа йӗркеленӗ куравра. Паянхи вулакан ӑна ытларах сонет ӑсти пек пӗлет: сӑвӑҫ Шекспирӑн мӗнпур 154 сонетне чӑвашла куҫарнӑ. Анчах Николай Александрович - нумай енлӗ пултарулӑхпа тӗлӗнтерекен художник. Уява пуҫтарӑннисем пӗр шухӑшлӑн "Турӑ чуптунӑ Николай Теветкел (Петровские) "Чӑваш халӑх поэчӗ" хисеплӗ ят пама тахҫанах вӑхӑт" терӗҫ.
Марина Карягина, Виктор Степанов