Николай Теветкел паллӑ сӑвӑҫа "Чӑваш халӑх поэчӗ" хисеплӗ ят пама йышӑннӑ

Николай Теветкел (чӑн хушамачӗ Петровский): Йӗпреҫ районӗнчи Савкка ялӗнче ҫуралнӑ сӑвӑҫ, чӑваш поэзийӗнче иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче палӑрма тытӑннӑ.

1964-мӗш ҫулта кун ҫути курнӑ "Ҫамрӑклӑх сӑввисем" ятлӑ пӗрремӗш кӗнекинех Петӗр Хусанкай, Александр Алка, Стихван Шавли Чӑваш халӑх поэчӗсем асӑрхаса аван хак панӑ. Йӗпреҫри литература пӗрлешӗвне ертсе пынӑ Василий Хурамал сӑвӑҫ 59-мӗш ҫултах "Пирӗн Теветкел халӑх поэчӗ пулмалли ҫын" тесе каланӑ теҫҫӗ. Ларӑва пынӑ Ҫемен Элкер те ӑна ун чухнех мухтанӑ-мӗн. Унтанпа ӗнтӗ Теветкелӗн 20 яхӑн кӗнеки вулакан патне ҫитнӗ.

Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ литературӑн тӗрлӗ жанрӗнче палӑрчӗ, ҫавӑн пекех вӑл - художник та. Кулленхи пурнӑҫра та ҫивӗч куҫлӑ, вирлӗ те хӗрхенӳсӗр чӗлхеллӗ Теветкел сахал мар критика статйи, рецензи ҫырнӑ. Кӗнекисене вуласан Николай Александрович прозӑпа драматургире те, куҫару ӗҫӗнче те маҫтӑррине куратпӑр. Паянхи вулакан ӑна ытларах сонет ӑсти пек пӗлет: сӑвӑҫ Шекспирӑн мӗнпур 154 сонетне чӑвашла куҫарнӑ.

Шупашкарти ӳнер училищинчен, унтан Мускавра Горький ячӗллӗ литература институтӗнчи икӗҫуллӑх курсран вӗренсе тухнӑ ҫыравҫӑ тӗнчене сӑнарлӑн курса философла тарӑн пӗтӗмлетӳсем тӑвать. "Хура сулӑ" повӗҫ авторӗ, "Киремет" сӑвӑлла трагедийӗпе сум илнӗ драматург, Шекспир, Рембо, Гюго, Киплинг хайлавӗсене тӗнче шайӗнче куҫарнӑ тӑлмачӑ чи малтанах - поэт. Пӗчӗккисем валли ҫырнӑ сӑвӑ-калавне илсен, тӗпчевҫӗсем вӗсене те уйӑрса хаклаҫҫӗ.

Пысӑк пултаруллӑ сӑвӑҫа чӑннипех тивӗҫлипе "Чӑваш халӑх поэчӗ" хисеплӗ ят илнӗ ятпа куракансемпе пӗрле саламлатпӑр, ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунатпӑр.


Марина Карягина, Виктор Степанов