Наци библиотекинче патриотла юрӑсен концерчӗ иртрӗ 

Ӑна хатӗрлекенӗсем Оперăпа балет театрĕн артисчĕсем. 

Наци библиотекинче концертсем ирттерес ырӑ йăла çавăрăннă. 40-50 çул каялла кунта ӳнер пайĕнче ĕçлекенсем Музыка театрĕнчи паллă артистсене чĕнсе классика концерчĕсем йӗркеленӗ. Хальхинче вара Валентина Двойнова юрӑҫ çамрăксене ертсе килнĕ. Концерта «Çĕнтерӳ, ырă ят, юрату...» тесе ят панă. Ăна вĕсем майăн тăххăрмăшне халалласа иртерме палăртнă. Анчах та пандеми çак ырă ĕçе пурнăçлама ирӗк паман. Хальхинче пултаруллă артистсем Чăваш Республикин юбилейне те пĕрлештерес тенĕ пĕр уявра. Концерт программине тăван çĕршыва савса мăнаçланакан хайлавсемпе йĕркелени питĕ пархатарлă, çав тери кирлĕ шухăш. Уйрăмах хальхи саманара. Тен, çавăнпах пулĕ тĕл пулăва пухӑннă халăх каçса кайса алă çупрĕ.

 

Александр Осипов, Вадим Владимиров