Наци библиотекинче Гурий Комиссаров-Вантер  тӗпчевҫӗ хайлавӗсен иккӗмӗш томне пахаларĕç 

Чӑвашсен паллӑ этнографӗ, философӗ, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканĕсенчен пĕри Гурий Комиссаров-Вантер ҫырса хӑварнӑ ӗҫсем малтанхи ӑсчахсен классика тӗпчевӗсемпе пӗр шайра. Анчах та вӗсен тулли пуххисене нумай пулмасть кӑларма тытӑннӑ.

Комиссаров пурнӑҫӗпе ӗҫӗсем ҫинчен Чӑваш гуманитари институтӗнчи пай ертӳҫи Георгий Матвеев тухса калаҫрӗ. Паллӑ ăсчах кӗнекене хакланӑ май малалла мӗнлерех ыйтусемпе ӗҫлемелли ҫинчен те каларӗ. Тухса калаҫакансем пурте Гурий Комиссаров 100 ҫул каялла хускатнӑ чӑвашлӑх ыйтӑвӗ паян та ҫивӗч, тесе палăртрĕç. Чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи Николай Егоров: "Ăслӑлӑх тытӑмӗсене пӗлмен çынсем тĕлли-паллисĕр ӗҫлесе тӗрӗс пулӑма тӗрлӗ ҫӗрелле сапаласа яраҫҫӗ. Комиссаров ирӗклӗ каланӑ шухӑшсенчен паян та хӑратпӑр. Тен, ҫавӑнпах ун кӗнекисене институтсем мар, тӑванӗсем хӑйсен укҫипе кӑлараҫҫӗ," терӗ.

 

Александр Осипов, Виолетта Александрова