Наци библиотекинче Атнер Хусанкай 75 ҫул тултарнӑ ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ 

Чӑваш Республикин наци библиотекине литературӑпа ӳнер тата ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем "Чӗлхе, филологи тата чӑваш культурин палӑрӑмӗсем" ятлӑ савӑнӑҫлӑ каҫа пуҫтарӑнчӗҫ: паллӑ востоковеда, обществӑпа политика деятельне, филологи ӑслӑлӑхӗн кандидатне Атнер Хусанкая 75 ҫул тултарнӑ ятпа саламларӗҫ.

Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай Атнер ывӑлне халалланӑ сӑпка юррине илтмен, вуламан чӑваш ҫуках-тӑр. Ашшӗ пилленине ывӑлӗ туллин пурнӑҫласа пырать: Атнер Петровичӑн пӗтӗм ӗҫӗ, ӑнтӑлӑвӗ, чун ыратӑвӗ тӑван халӑхпа ҫыхӑннӑ. Вӑл иртнӗ ансат мар тапхӑрта хамӑрӑн сӑмахлӑхпа ӳнере, общество пурнӑҫне ҫӗнӗ сулӑм кӳрсе вӑй-хал кӗртрӗ. Шупашкарти 4-мӗш шкултан кӗмӗл медальпе вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ҫамрӑк Ленинградри патшалӑх университечӗн хӗвелтухӑҫ факультетӗнче Игнатий Крачковский патӗнче, унтан СССР Наукӑсен академийӗн институтӗнчи аспирантурӑра пӗлӳ пухнӑ, акӑлчанла аван пӗлекенскер ашшӗ сӗнӗвӗпе араб чӗлхипе литературине, историйӗпе культурине ӑша хывнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗрентнӗ тапхӑра ӗҫтешӗсем те, студенчӗсем те тав туса аса илеҫҫӗ. Тасалӑх, чыслӑх, шанчӑклӑх, интеллигентлӑх - тухса калаҫакансем Атнер Хусанкайӑн ҫак енӗсене уйӑрса каларӗҫ. Ҫак ҫынлӑх паллисем унра ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗнче кӑна мар, политикӑра та яланах тӗпре пулнӑ.

Атнер Хусанкайӑн нумай енлӗ пултарулӑхӗ иртнӗ ҫур ӗмӗр хушшинче чӑваш тӗнчине ҫӗкленме пулӑшрӗ тесе ҫирӗппӗнех калама пулать. Эпир те сумлӑ ҫыннӑмӑра ырлӑх-сывлӑх сунатпӑр, ҫӗнӗ тӗпчевсем кӗтетпӗр.

 

Марина Карягина, Екатерина Янгалакова