Наци библиотекин "Кӗмӗл ӗмӗр" галерейинче Геннадий Айхи поэта асӑнса "Ҫутӑпа - ҫутта" курав уҫӑлчӗ

Ҫавӑн пекех куравра поэтӑн кӗҫӗн йӑмӑкӗ, Ева Лисина ҫыравҫӑ, аппӑшӗн ӳкерчӗкӗсемпе кӑларнӑ "Плач по брату" кӗнекене пахаларӗҫ.

Унта чӑваш сӑвӑҫипе ҫывӑх пулнӑ тӗрлӗ ҫӗршыв художникӗсен, ҫавӑн пекех Айхипе пӗртӑван Луиза  Юманккан ӗҫӗсемпе паллашма пулать.

 Тӗнчипе паллӑ чӑваш сӑвӑҫне асӑнма пынисене наци библиотеки харӑсах виҫӗ пысӑк пулӑмпа кӗтсе илчӗ. 14-мӗш хут иртекен йӑлана кӗнӗ "Геннадий Айхи поэзийӗ. Шӑплӑх талккӑшӗ" куравра - пирӗн сумлӑ ентешӗн тӗрлӗ ҫӗршывра 52 чӗлхепе тухнӑ кӗнекисем, унӑн пултарулӑхне хакласа пичетленнӗ тӗпчевсем, сӑнӳкерчӗксемпе плакатсем, поэзи каҫне йыхравлакан буклетсем. Экспозици ҫулсерен пуянланса пыни курӑнать.

 Марина Карягина, Виктор Степанов