Наци библиотеки вулакансен кӑмӑлне кайнӑ ҫӗрҫуллӑхри кӗнекене палӑртрӗ  

Вулав ӑмӑртӑвне автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Наци библиотеки ҫулсерен ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнекесене палӑртса авторӗсене чыслаканччӗ. Кӑҫал вара, республикӑн пысӑк уявне кура, вулакансем камӑн хайлавне пӗр ӗмӗр тӑршшӗнчи чи кӑмӑла кайнӑ кӗнеке тесе шутланине пӗлме тӗв турӗ. Референдум пынӑ вӑхӑтра кирек кам та "Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке" сайта кӗрсе килӗшекен кӗнекешӗн е хайлавшӑн сасӑлама пултарнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ ята Чӑваш халӑх писателӗн Александр Артемьевӑн «Салампи» хайлавӗ тивӗҫрӗ. 

 

Марина Карягина, Игорь Зверев