Мускавра Чӑваш Енрен тухнӑ офицерсен пӗтӗмлетӳ ларӑвӗ иртрӗ

Вӗсем тӑрӑшнипе Чӑваш Енри 100 ытла яш-кӗрӗм Мускаври ҫар училищисемпе академинче вӗренеҫҫӗ.

Чылай шкул ачи ҫӗршыв хӳтӗлевҫи пулма ӗмӗтленет. Вӗсен тӗллевне республикӑран тухнӑ офицер-салтаксен "Сыны Отечества" пӗрлешӗвӗ пурнӑҫа кӗртме пулӑшать. Хастарсем йӑлана кӗнӗ йӗркепе уяв умӗн пуҫтарӑнса ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетрӗҫ.

 

Леонид Петров, Владимир Синдеев