Муркашри Ҫӗнтӗрӳ паркне хӑҫан йĕркене кĕртсе çитерĕҫ-ши? 

Ҫак ыйту ку тӑрӑхра пурӑнакансене ҫур ҫул ытла канӑҫ памасть.  Кану вырӑнне хăтлӑх кÿме ҫу уйӑхӗнче пуҫланӑ, анчах ĕçе халĕ те вĕçлемен. 

Графикпе килӗшӳллӗн хăтлă та илемлĕ паркра ҫынсен ҫӗртме уйӑхӗнчех уҫӑлса ҫӳремелле пулнӑ. Муркашсем юсав ӗҫӗсем мӗнле пынипе тӑтӑшах касӑкланаҫҫӗ. Эпир Раҫҫей халӑх фрончӗн хастарӗсемпе Ҫӗнтерӳ паркне ирхи вуннӑ ҫурӑра ҫитрӗмӗр. Икӗ рабочие кӑна асӑрхарӑмӑр. Ӗҫĕн 70 процентне подрядчик туса пӗтернӗ, икӗ эрнере  пӗтӗмпех вӗҫлемелле, шантарчӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Матросов.

 

Вероника Павлова, Семён Антонов