Муркашра Ҫӗнтерӳ паркне юсасси вӑраха кайнӑ

Кӑҫал Ҫӗнтерӳ кунне тивӗҫлӗн паллӑ тума тӗнчере коронавирус алхасни чӑрмав кӳчӗ. Ҫитес ҫул халӑхпа пӗрле пуҫтарӑнса Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисен ячӗпе асӑну митингӗ ирттерме май килӗ-ши? Ҫак ыйту Муркашра пурӑнакансене халех пӑшӑрхантарать. 

Муркашри Ҫӗнтерӳ паркне кӑҫал ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн юсама пуҫланӑ. 1700 тваткал метр йышӑнакан, самай юхӑннӑ лаптӑка ҫӗнетме конкурсра выляса илнӗ "Наследие" пӗрлешӗве шаннӑ.  Анчах ҫӗршывӗпе сарӑлнӑ чир ӗҫе палӑртнӑ вӑхӑтра тытӑнма май паман. Утӑ уйӑхӗнче тин паркра строительство шавӗ пуҫланнӑ. Графикпе килӗшӳллӗн ҫурлан малтанхи кунӗсенче объектра кӑҫаллӑха пӑхса хунӑ ӗҫсене вӗҫлеймен. Муркаш ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче каланӑ тӑрӑх, 1-мӗш тапхӑр валли 8 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Строительсем мӗн-пур ӗҫӗн 60 процентне тунӑ.  Анчах пӗр хушӑ рабочисем паркра курӑнми пулнӑ. Сюжета хатӗрленӗ хушӑра вырӑнти администрацирен ӗҫ шавӗ ҫӗнӗрен чӗрӗлнине пӗлтерчӗҫ. Ҫак кунсенче Строительство министерстви асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн, подрядчик паркри ҫулсене бетонлама, брусчатка сарма тытӑннӑ. 

 

Алиса Александрова, Семен Антонов