Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти библиотекӑна "Культура" наци проекчӗ пулӑшнипе ҫӗнетеҫҫӗ 

Юсав  унта пӗлтӗр пуҫланнӑ. Кӗнекесем упранакан фонда йӗркене кӗртнӗ ӗнтӗ, халь ытти пӳлӗме ҫӗнетеҫҫӗ. 

Библиотекӑри юсав валли иртнӗ ҫул район хыснинчен 500 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Унтан федераци конкурсне хутшӑнса муркашсем ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Ҫавна май вулав ҫуртне ҫӗнетме 5 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Ҫурт 120 тӑваткал метр ытла. Строительсем кунта тепӗр хушма пӳлӗм тӑваҫҫӗ. Мӑнсӗнтӗрсем кӗнеке-журнал вулама кӑмӑллаҫҫӗ. Библиотекӑра яланах ҫын пур. 

 

Алена Артемкина