Библиотекӑри юсав валли иртнӗ ҫул район хыснинчен 500 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Унтан федераци конкурсне хутшӑнса муркашсем ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Ҫавна май вулав ҫуртне ҫӗнетме 5 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Ҫурт 120 тӑваткал метр ытла. Строительсем кунта тепӗр хушма пӳлӗм тӑваҫҫӗ. Мӑнсӗнтӗрсем кӗнеке-журнал вулама кӑмӑллаҫҫӗ. Библиотекӑра яланах ҫын пур.
Алена Артемкина