Мобилизацине лекнӗ ентешсем валли республикӑран гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗҫ

Тӗрлӗ тӑрӑхра пурӑнакан хастарсем УАЗик йышши машинсене юсаса ҫӗнетнӗ, вӗсене кирлӗ хатӗрсемпе, апат-ҫимӗҫпе тултарнӑ. Канашри ӗҫ-пуҫа Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑнчӗ.

Ҫак автомашинсене Вӑрнар, Тӑвай, Канаш тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем юсаса ҫӗнетнӗ. Канашри сунарҫӑсемпе пулӑҫсен обществӑлла пӗрлешӗвӗ УАЗике пӗр ҫынран туяннӑ. "Буханка" ӗҫлекенниех пулнӑ, анчах та ҫар ӗҫӗ валли ӑна ятарласа хатӗрлеме тивнӗ.

Вӑрнарсем ятарлӑ операцине хутшӑнакан ентешӗсем валли 2 машин хатӗрленӗ. Унччен маларах вӗсем тата иккӗ ӑсатнӑ. УАЗиксене ҫӗнетнипе пӗрлех вӗсене тонна яхӑн тӗрлӗ япалапа тата апат-ҫимӗҫпе тултарнӑ.
Ҫак кун Патӑрьелтен тепӗр 2 УАЗик ӑсатрӗҫ. Муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов Канашпа телекӗпер мелӗпе ҫыхӑнчӗ. Унччен маларах  Вӑрмар, Красноармейски, Улатӑр тӑрӑхӗсенче пурӑнакан хастарсем 9 машин хатӗрлесе фронта янӑ.  Вӗсене те техникӑн саппас пайӗсемпе, тимӗр кӑмакасемпе, тӗрлӗ хатӗрпе, апат-ҫимӗҫпе тата эмелпе тултарнӑ. Салтаксене пулӑшас ӗҫ малалла пырать. Нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче машинсене Шупашкарпа Канаш хулисенчен тата Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчен ӑсатӗҫ.


Диана Иванова, Вадим Владимиров