Шӑвармалли хатӗрсене Каҫал тӑрӑхӗнчи хирте "Слава картофелю" агрофирма 2015-мӗш ҫулта вырнаҫтарнӑ. Тӑршшӗ - 400 метр, урапаллӑскер пӗр ана ҫинчен теприне те ҫӑмӑллӑнах куҫать. Халӗ техникӑна хӗле пуҫтарса лартнӑ: шыв уҫлакан насуса управӑша кӗртсе хунӑ, шӑвармалли машинӑна та тирпейленӗ. Уйрах хӑварнӑскере куҫран вӗҫертместпӗр, асӑрхасах тӑратпӑр, - каласа параҫҫӗ хуҫалӑхра ӗҫлекенсем. Шӑвармалли хатӗрсем вырнаҫтарасси йӳнӗ мар, паллах. Телее, патшалӑх тӗрев кӳрет. Республикӑра ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн, тӑкаксен 70 процентне саплаштараҫҫӗ.
Екатерина Фомина, Виктор Степанов