Марат Никитин режиссёр "Соучастник" ятлӑ ҫӗнӗ фильм ӳкерсе пӗтернӗ

Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ чӑн пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартакан картинӑн премьери умӗн ӑна хатӗрлекенсемпе тӗл пулчӗ.

Фильма 4 кун ӳкернӗ. Каҫхи пурнӑҫа кӑтартакан кадрсем кирлӗ пулнӑран ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫлеме тивнӗ, анчах артистсем пӗртте ӳпкелешмеҫҫӗ. Массӑллӑ сценӑсенче пӗр харӑс 36 ҫын вылянӑ. Актёрсене яланхиллех кастинг ирттерсе суйласа илнӗ. Хальхинче Марат Никитин куракана социаллӑ драмӑпа шухӑша ярасшӑн. Тӗп герой, ҫамрӑк каччӑ, хӑвӑрт пуйса кайма ӗмӗтленет те ямӑт укҫашӑн антӑхса саккуна пӑсакан ушкӑн серепине кӗрсе ӳкет.

 

Марина Карягина, Лидия Галактионова, Михаил Солин