Малашне чӑвашла кӗлӗсем ытларах ирттересшӗн

Кун пирки Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Савватий хӑйӗн пӗрремӗш пресс-конференцийӗнче пӗлтерчӗ. 

Савватий Владыка епархи умне лартнӑ тӗллевсемпе паллаштарчӗ. Ӗмӗтсем пысӑк пулсан та, вӗсене майӗпен пурнӑҫласа пырсан тӗрӗсрех пулнине каларӗ. Хӑйӗн вӗрентекенӗ пулнӑ Варнава митрополит пуҫарнӑ ӗҫсене халӑхпа пӗрле туса ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем патне утасчӗ, терӗ. Уйрӑмах социаллӑ пулӑшу ӗҫне пысӑк тимлӗх уйӑрма палӑртнӑ. Вӑл шутра хӳтлӗхсӗр юлнисемпе йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене пулӑшасси те. 

 

Алексей Енейкин, Виктор Степанов