Лев Кураков академик 80 ҫул тултарнине халалланӑ ӗҫсем кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче, вӑл ҫуралнӑ кун пуҫланчӗҫ. Ун чухне ӑсчахӑн юлташӗсем тӑрӑшнипе Лев Пантелеймонович пурӑннӑ ҫурт ҫинче асӑну хӑми уҫрӗҫ. Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче вара академикӑн юлташӗсем асаилӳ каҫне пухӑнчӗҫ. Ку ахальтен мар. Лев Куракова Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа тунӑ мухтавлӑ ӗҫсемшӗн 1998-мӗш ҫулта Ҫеҫпӗл премине парса чысланӑ. Сумлӑ ӑсчахӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсемпе мӑнаҫланса чӑваш халӑх поэчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн ертӳҫи Валери Туркай сӑвӑ та ҫырнӑ.
Анлӑ пурнӑҫ тинӗсӗнче пӑр ҫӗмӗрен карап пек малта пулса ыттисемшӗн ҫул уҫса пыма пӗртте ҫӑмӑл мар. Ҫавах та, Лев Кураков тумхахсене парӑнтарса малаллах талпӑннӑ. Ҫитӗнекен ӑрусен пӗлӳ шайне ӳстерсе халӑх тӑнӑҫлӑхӗшӗн кӗрешнӗ. Аса илӳ каҫӗнче сӑмах илекенсен кашнийӗн ҫакна ҫирӗплетекен тӗслӗхсем пулчӗҫ. Лев Пантелеймонович пурнӑҫри тӗрӗслӗхе туйса ӗҫлекен ырӑ ҫынсене яланах тӗрев панине палӑртрӗҫ вӗсем. Кӑҫал ҫӗршывра вӗрентекен ҫулталӑкӗ пулнӑ май Чӑваш патшалӑх университетне аталану ҫулӗпе 20 ҫул ертсе пынӑ ӑсчаха асӑнса курӑмлӑ ӗҫсем тумаллине каларӗҫ. Ытти ырӑ тӗллевӗсене палартрӗҫ.
Алексей Енейкин, Александр Герасимов