Куславкка тата Сӗнтӗрвӑрри иртнӗ 3 ҫулта самай улшӑннӑ

Хуласен сӑн-сӑпатне лайӑхлатма федераци проекчӗсене хутшӑнни пулӑшнӑ. Мӗнле ҫӗнӗлӗхсем пулнӑ тата ҫывӑх вӑхӑтра мӗн тума палӑртнӑ? Ку ыйтусемпе Раҫҫей сенаторӗ Николай Владимиров кӑсӑкланчӗ.

Куславккари Атӑл ҫыранлӑхӗ 2 ҫул каялла палӑрмалла улшӑннӑ. Кунта амфитетра, куракансен зонине ҫӗнетнӗ, ҫуран ҫӳрекенсем валли меллӗ ҫулсем тунӑ. Ҫавӑн пекех ача-пӑча лаптӑкне йӗркеленӗ. Ҫыран хӗррипе хунарсем, саксем лартса тухнӑ. Мухтав мемориалне те йӗркене кӗртнӗ. Кунта ҫапах та ӗҫсем вӗҫленмен-ха. Сӗнтӗрвӑрринче те ҫыранлӑха нумай тимлӗх уйӑрнӑ. Кунта хӑтлӑх кӗртес тесе чылай ӗҫ туса ирттернӗ. Ахальтен мар вӑл хула ҫыннисен чи юратнӑ вырӑнӗ. Сӗнтӗрвӑрринче пулас шкул вырӑнне те ҫитсе курчӗ сенатор. Коновалово микрорайонӗнче ку пӗлӳ ҫуртне тӑвасса тахҫанах кӗтеҫҫӗ. Унта 375 ача вӗренме пултарӗ. Халӗ свайсене ҫапса кӗртеҫҫӗ - никӗс ҫывӑх вӑхӑтрах хатӗр пулӗ.


Надежда Александрова, Святослав Петров