"Кунта кашниех Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн пайӗ" 

Ҫакӑн пек ятпа Чӑваш Енре ҫӗнӗ мультимедиллӗ издани кун ҫути курчӗ. Ӑна Истори архивӗнче пахаларӗҫ.

Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 75 ҫулне халалласа кӑҫал патшалӑх архивӗсем пӗрле тачӑ ҫыхӑнса историшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тунӑ. Кашни района ҫитсе тыл ветеранӗсемпе тӗл пулнӑ. Вӗсен асаилӗвӗсене видео ҫырса илнӗ. Унтан монтаж туса пурне те пӗр издание кӗртнӗ. Электронлӑ пуху 3 дискран тӑрать. Унта 123 тыл ветеранӗн асаилӗвне кӗртнӗ. Видеора ватӑсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр пурнӑҫ пирки каласа параҫҫӗ: кам колхозра тӑрӑшнӑ, кам заводра фронт валли снаряд тунӑ тата ытти те. Пурте тенӗ пекех ҫити-ҫитми пурнӑҫпа нушаланнӑ.

 

Алексей Енейкин, Вадим Владимиров