Константин Долгашёвӑн "Саншӑн юрлатӑп, тӑван енӗм" ярӑмне республикӑн Патшалӑх премине илме тӑратнӑ

Константин Долгашёв - Раҫҫей ӳнерӗнче палӑрса тӑракан сӑрӑ ӑсти. Оренбург тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ вырӑс ачи ҫар хыҫҫӑн Шупашкара ӳнерпе графика факультетне вӗренме килнӗ те кунта яланлӑхах юлнӑ. 

Константин Долгашёвӑн пултарулӑхӗ нумай енлӗ: сӑрӑ ӑсти, хӑй аслӑ пӗлӳ илнӗ педагогика университечӗн профессорӗ, студентсене те вӗрентет, ӑслӑлӑхра тӗпчевсем ҫырать, ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енре ҫеҫ мар, Раҫҫейре, Европӑра иртекен пленэрсене хутшӑнма та, художниксен союзӗн йӗркелӳ ӗҫӗсене явӑҫса куравсем уҫма та ӗлкӗрет. Юлашки ҫулсенче вӑл пысӑк калӑпӑшлӑ, истори пӗлтерӗшлӗ хайлавӗсемпе тӗлӗнтерет. 


Марина Карягина, Вадим Владимиров