Комсомольскинче "Хӗрарӑм,  сан умӑнта  таятӑп пуҫӑма" регионсем хушшинчи конкурс-фестиваль иртрӗ 

Каҫал тӑрӑхне 5 районти хастар пуҫтарӑнчӗ. Вӗсем апат-ҫимӗҫ пӗҫерессинче, ал ӗҫӗнче, пултарулӑхра тупӑшрӗҫ. 

Хуплу, пӳремеч, шӑрттан, тултармӑш, чӑкӑт, ҫӑкӑр  тата ытти те. Мӗн кӑна  ҫук пуль сӗтел ҫинче! Ҫак техӗмлӗ те тутлӑ  апат-ҫимӗҫе конкурса хутшӑнакансем авалхи йӑла-йӗркене шута илсе хатӗрленӗ. Вӗсем тӳресене тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ,  сӑйларӗҫ. Тӗпелти вӑрттӑнлӑхсене те уҫса пачӗҫ. Апат-ҫимӗҫ куравӗ - фестивалӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ кӑна пулчӗ. Пӗтӗмпе хӗрарӑмӗсем 5 номинацире тупӑшрӗҫ. Апат-ҫимӗҫ ӑста хатӗрлеме  пултаракансем ал ӗҫӗнче те маттур пулнине ҫирӗплетрӗҫ. Чӑваш пуканисем, ҫемҫе теттесем, нуски-алсиш,  кӑҫатӑ, тӗрленӗ картина, чӑваш тум-тирӗ - ҫак илемлӗ япаласене пӗтӗмпех чун ыйтнипе  ӑсталанине пӗлтерчӗҫ чӑннипех те ылтӑн алӑллӑскерсем.


 
Елена Дмитриева, Зоя Яковлева