Комсомольски районӗнчи Кӗтне Пасарта пурӑнакансем ял ҫывӑхӗнче карьер тӑвассине хирӗҫ 

Ку тӑрӑхра ҫут ҫанталӑк пурлӑхне кӑлармалли вырӑнсене унччен те йӗркеленӗ. Хальхинче хӑйӑр М-12 федераци ҫулне тума кирлӗ. Ял ҫыннисемпе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тӗл пулчӗ. 

Ялти ҫул хӑйӑр турттаракан пысӑк тиевлӗ машинсене пула ҫурӑлса пӗтнӗ. Ӑна каҫалсем юсанӑ, анчах каллӗ-маллӗ хутлакан  30-40 тонна таякан техника ӑна каллех юрӑхсӑра кӑларӗ. Ял хушшипе пӗрмай машин ҫӳренӗрен пӗчӗк ачасене урама кӑларма хӑраҫҫӗ кунта пурӑнакансем.

 

Алёна Артемкина, Вероника Павлова, Виктор Степанов