Коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн ытларах тӳлеме тивӗ

Ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен тарифсем  5 тулли те 4 вуннӑмӗш процент таран ӳсме пултараҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енри конкурентлӑ политика тата тарифсен служби пӗлтерет.  

Раҫҫей Правительстви ҫирӗплетнӗ индекспа тата Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Указӗпе килӗшӳллӗн, тепӗр ҫур ҫултан коммуналлӑ тӳлевсем республикӑра вӑтамран 3 тулли те 4 вуннӑмӗш процент хакланаҫҫӗ. Анчах квитанцири кӑтартусем епле пуласси ҫын ӑҫта пурӑннинчен, коммуналлӑ ҫӑмӑллӑхсен калӑпӑшӗнчен тата ресурссемпе мӗн чухлӗ усӑ курнинчен килет. Республикӑри 285 ялпа хулара ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ ҫӑмӑллӑхсен тарифӗ  ҫак виҫе чухлӗ ӳсет, тепӗр 11 тӑрӑхра  - 5 процент ҫурӑ яхӑн хакланать.

 

Ирина Николаева, Анна Давыдова