Кирлӗ ҫӗре — таксипе

Республикӑра ветерансене ҫӳреме пулӑшакан проект пурнӑҫланать.

Паян - Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ. Ӑна халалласа районсемпе хуласенче тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ  иртет. Паллах, хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнса. Чӑваш Ен уяв умӗн "Социаллӑ такси" проекта хутшӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн вӑрҫӑ ветеранӗсене, тыл ӗҫченӗсене, концлагерьсенче асап тӳснисене тата Ленинград блокадинче нуша курнисене  тӳлевсӗр таксипе тивӗҫтерӗҫ.


 
Елена Дмитриева, Светлана Позднякова, Михаил Солин