Кӗнеке вулаҫҫӗ, ал ӗҫ тӑваҫҫӗ

Вӑрмарти ятарлӑ йӗркепе ӗҫлекен больницӑри пациентсем вӑхӑта усӑллӑ ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ 

Вӑрмар район тӗп больницин 1-мӗшпе 2-мӗш корпусӗсенче пурӑнакансем хӑйсене лайӑх туяҫҫӗ. Вӗсен сывлӑхне тухтӑрсем сӑнасах тӑраҫҫӗ. Обсерваторта пӗтӗмпе 25 пациент тата медицина учрежденийӗнче ӗҫлекен 20 ҫын. Стационарта вӗсем ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен  пурӑнаҫҫӗ. Килтен нумайлӑха уйрӑлни  кулянтарать ҫынсене. Пушӑ вӑхӑт чылай, апла пулин те та ӑна усӑллӑ ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ.    

 

Елена Дмитриева, Вероника Павлова