Кӑвак тӳпе пирки ӗмӗтлентерӗ

Шупашкара «МИ-8» вертолет кӳрсе килнӗ. Ӑна ҫирӗм иккӗмӗш шкул картишӗнче курма пулать.

Вертолета вырнаҫтарма малтанах кунта лаптӑк хатӗрленӗ. Ӑна тума хула хыснинчен икӗ ытла миллион тенкӗ уйӑрнӑ. «МИ-8» вертолета Йошкар-Оларан кӳрсе килнӗ. Шупашкара ҫӗрле ҫитернӗ. Тӗп хулара пурӑнакансем ҫакна ӳкерсе илме те ӗлкӗрнӗ. Вертолета Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов парнеленӗ. 22-мӗш шкул ун ячӗпе 2019 ҫулта хисепленсе тӑма пуҫланӑ. Лаптӑка нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫма палӑртаҫҫӗ. Уява Раҫҫей геройӗ те килессе кӗтеҫҫӗ.

 

Вероника Павлова, Семен Антонов