Кашниех хисепе тивӗҫ

Хӑйсен профессине чунпа парӑнса нумай ҫул ял хуҫалӑхӗнче тата тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсене Правительство ҫуртӗнче чысларӗҫ. 

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пухӑннисене уявпа саламласа Чӑваш Енри экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав турӗ. Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх наградисене хуҫалӑхсен ертӳҫисем, механизаторсем, выльӑх тухтӑрӗсем, инженерсемпе агрономсем, технологсем илчӗҫ. Альбина Новикова Хӗрлӗ Чутай районӗнчи "Коминтерн" хуҫалӑха 26 ҫул  ертсе пырать. Пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ вара унӑн 47 ҫул. Пуҫаруллӑ та маттур ертӳҫӗ "Ял хуҫалӑхри ӗҫсемшӗн" медале тивӗҫрӗ. 

 

Алиса Александрова, Михаил Солин