Кашни сӑнара чаплӑ художник куҫӗпе пӑхса калӑплать

Чӑваш академи драма театрӗнче Николай Сергеев актерӑн юбилей ячӗпе хатӗрленӗ пултарулӑх каҫӗ иртрӗ.

"Мӗнпе уйрӑлса тӑрать ӗҫре Сергеев?". Паян та сцена ҫине пӗрремӗш хут тухнӑ чухнехи туйӑмпа темелле пулӗ. Тӗплӗхпе тирпейлӗх, ҫав вӑхӑтрах калама ҫук илемлӗ романтика туйӑмӗн хусканӑвӗпе асра юлать вӑл. Ҫак кӑмӑл-туйӑмӗ унра вӑтӑр сакӑр ҫул каялла театра килсенех те пулнӑ, паян та куҫӗсенче ҫиҫсе тӑрать. Нимпе виҫейми вӑйпа юратать вӑл хӑй ӗҫне. Юратнӑ артиста саламлакансем пӗрин хыҫҫӑн тепри тухрӗҫ. Экран ҫинче вуншар ҫул каялла лартнӑ спектакль сыпӑкӗсене кӑтартса аса илтерчӗҫ.  Саламлакансем хушшинче тӑван ял сасси питӗ илемлӗ янрарӗ. Шӑмӑршӑсем юратаҫҫӗ ӑна. Чӑн-чӑн чӑваш ҫынни тӑван искусствӑшӑн мӗн пур вӑя хурать,  халӑха ӳнерӗн вӗҫӗмсӗр каҫалӑхне хӑйӗнпе пӗрле чӗнет.

 

Александр Осипов, Михаил Солин