Кӑрлач уйӑхӗнче ҫынсене пособисем тата социаллӑ тӳлевсем куҫарса парас тӗлӗшпе чӑрмавсем пулнӑ

Халӗ ҫак  ыйтӑва татса панӑ. Укҫа-тенке хуҫисем патне ҫитернӗ. Кун пирки пире ӗҫ тата социаллӑ хӳтӗлев министрӗ Алена Елизарова пӗлтерчӗ.

Иртнӗ уйӑхра техника кӑлтӑкӗсене пула социаллӑ контрактпа тӳлекен укҫана халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан уйрӑмсене тавӑрса панӑччӗ. Халӗ  ку пулӑшӑва ҫынсем ҫак эрнере илӗҫ. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, ачаллӑ ҫемьесене паракан тӳлевсене пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тӑснӑ.  Енчен те "сахал тупӑшлӑ"  ҫемьен регистраци вӑхӑчӗ асӑннӑ кунран маларах  тухать пулсан, ӑна тӑсас тесе ниҫта та кайса ҫӳреме тивмӗ. Вӑл тепӗр ҫур ҫуллӑха хӑйне хӑех упранса юлӗ.

 

Надежда Александрова