Канашри педагогика колледжӗнчен вӗренсе тухакансене тӗп хулари шкулсемпе ача сачӗсенче кӗтеҫҫӗ

Шупашкар  администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ ҫак пӗлӳ учрежденийӗпе килӗшӳ туни ҫамрӑк специалистсене ӗҫе вырнаҫма  пулӑшмалла. 

Канашри педагогика колледжӗ 107 ҫул каялла уҫӑлнӑ. Ҫак тапхӑрта кунта 17 пин ытла вӗрентекене  хатӗрленӗ. Паян колледжра 500-е яхӑн ҫамрӑк ӑс пухать. Кунта Чӑваш Енрен кӑна мар, Тутар Республикинчен, Чӗмпӗр  тата Чулхула облаҫӗсенчен  пӗлӳ илме килеҫҫӗ. Канашри колледжра пӗлӳ пухакансене тӗп хулари шкулсенче те курма хавас. Паллӑ ӗнтӗ,  Шупашкарта ачасен йышӗ пысӑк, вӗрентекенсем вара ҫитмеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кашни ҫулах республикӑра садиксемпе шкулсем  ҫӗкленеҫҫӗ.  Ҫавӑнпа та кадрсен ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑрать.

 

Елена Дмитриева, Вадим Владимиров