Канаш районӗнчи Вӑрӑмпуҫ шкулӗнче хушма ҫурт хута кайрӗ

Тутлӑ та усӑллӑ апат ҫиме - ҫӗнӗ столовӑй, сывлӑха ҫирӗплетме - хальхи йышши спорт залӗ.

"Киввине тӗпрен юсиччен ҫӗннине тума ҫӑмӑлрах", - теҫҫӗ. Ҫакӑнпа Канаш районӗнчи Вӑрӑмпуҫ шкулӗнче ӗҫлекенсем те килӗшеҫҫӗ. Халӗ хӗрӳ ӗҫ пирки коридорта ҫакӑнса тӑракан сӑнӳкерчӗксем аса илтереҫҫӗ. 1980-мӗш ҫулта уҫӑлнӑ сатик ҫуртӗнче 90-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче ялти тӗп шкул ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫурта пӗрре те юсаман.

 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров