Канаш район больницинчен ковидпа чирлесе ирттернӗ юлашки пациента киле янӑ

Ҫавна май медицина учрежденине дезинфекцилеҫҫӗ. Шӑхасан больницинче коронавируспа чирлисене чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче сиплеме пуҫланӑ. 

Медицина учрежденийӗнче  вӑхӑтлӑха инфекци стационарӗ йӗркеленӗ. Ковидпа аптракансене  тивӗҫлӗ пулӑшу пама ятарлӑ хатӗрсем туяннӑ, эмелпе тивӗҫтернӗ. Чире хирӗҫ кӗрешекенсене  ҫӑмӑл пулман. Хӑш-пӗр чух шур халатлисен талӑкӗпех ӗҫлеме тивнӗ.  Коронавируспа чирлекенсен шучӗ чакнипе,  кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫӗнӗ пациентсене йышӑнма чарӑннӑ. Вируса тӗп тӑвас тесен стационарти кашни пӳлӗме ҫуса тасатаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫуртри сывлӑша та дезинфекцилеҫҫӗ.

 

Елена Дмитриева, Михаил Солин