Кӑкӑр шыҫҫине малтанхи тапхӑрта тупса палӑртма май парать

Республика диспансерӗн онкологӗсем 5-мӗш ҫул ӗнтӗ куҫса ҫӳрекен комплекспа районсене тухса маммографи тӗрӗслевӗ ирттереҫҫӗ. 

Ку эрнере куҫса ҫӳрекен комплекс Элӗкре. Кунта вӑл 4 кун пулӗ. Куллен 40 хӗрарӑма йышӑнаҫҫӗ. Тӗрӗслеве ятарласа хатӗрленсе килмелле мар, вӑл вӑраха пымасть. Кӑкӑр шыҫҫи - онкологи чирӗсем хушшинче чи анлӑ сарӑлни: ҫулсерен 400 ытла хӗрарӑм чирлет. Анчах халӗ тухтӑрсем шыҫҫа вӑхӑтра, малтанхи тапхӑрта, асӑрхаса ӳсме памаҫҫӗ, ҫакӑ вара сывалма та пулӑшать. 

 

Марина Карягина, Татьяна Иванова, Вадим Владимиров