Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫейре пенси укҫи наци тӳлев системин "Мир" картти ҫине куҫас тапхӑр вӗҫленет

Пенсие е ытти социаллӑ тӳлеве, сӑмахран, Виза е Мастеркарт ҫине илсе тӑракансене Мир карттӑ ҫине тапхӑрӑн-тапхӑрӑн куҫарӗҫ.

Ҫӗнӗ йӗркепе  паллаштарас тесе Пенси Фондӗнчи специалистсем банксемпе пӗрле  тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелеме палӑртнӑ. Утӑ уйӑхӗн пӗрремӗшӗнчен вара бюджетран уйӑракан укҫана, вӑл шутра пенсие те,  Мир картта ҫине кӑна куҫарӗҫ.

 

Елена Дмитриева, Екатерина Янгалакова