Кӑҫал "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе Республикӑри онкологи диспансерне 9 ҫӗнӗ хатӗрпе тивӗҫтерӗҫ 

Ҫав шутра  пайӑрка чирне сиплемелли комплекс та пулӗ.

Республикӑри онкологи диспансерӗн радиотерапи уйрӑмӗнче ҫулсерен пин ытла ҫынна сиплеҫҫӗ. Халӗ кунта пайӑрка чирӗнчен сыватмалли ҫӗнӗ хатӗрсем килессе кӗтеҫҫӗ. Анчах унччен пӳлӗмсене юсамалла. Вӗсене каньон теҫҫӗ. Сиенлӗ хумсем кӑларакан хӑватлӑ аппаратсем ятарлӑ вырӑнта пулӗҫ. Ҫавӑнпа юнашар пӳлӗмсенче ӗҫлекенсене, урамра иртсе пыракансене витӗм ан кӳччӗр тесе стенасене хулӑм тунӑ, чӳречесем ҫук. Ҫитес вӑхӑтра кунта пӳлӗме сивӗтекен хатӗр вырнаҫтарӗҫ тата  вентиляцие ҫӗнетӗҫ. Унччен усӑ курнӑ кивӗ хатӗрсене пӑснӑ. 

 

Алена Артемкина, Вадим Владимиров