Журналистсен премийĕн 2021-мĕш çулхи лауреачĕсем паллă

Калем ăстисен пĕрлешĕвĕ кашни çулах ĕç=хĕле пĕтĕмлетсе 3 преми парать.

Çемен Элкер ячĕллĕ премипе конкурс комиссийĕ 2 çынна хавхалантарма йышăннă. Вĕсенчен пĕри манăн ĕçтеш Алексей Енейкин. Ăна Аслă Çĕнтерĕве çывхартма тÿпе хывнă ентешсем çинчен хатĕрленĕ материалсемшĕн палăртнă. Алексей «Аса ил-ха, салтак», «Вăрçă ачисем» кăларăмсем хатĕрлесе ертсе пырать, хыпарсем валли патриотла темăпа сюжетсем ÿкерет. Унсăр пуçне вăл «Чăвашкинопа» пĕрле пĕлтĕр «Тăшман ури кунта ан пустăр» илемлĕ-документлă фильм  куракансем патне çитерчĕ. Çавăн пекех Элкер премине Етĕрне районĕн «Ĕç ялавĕ» хаçат редакторне Лилия Петрована чăваш халăх йăли-йĕркипе ĕç çынни çинчен çырнă материалсен ярӑмĕшĕн пама йышăннă.

Николай Никольский премине «Хыпар» хаçат корреспонденчĕ Валентина Багадерова тивĕçнĕ. Комисси унăн республикăри интернационаллă çемьесем çинчен çырнă статйисене пысăка хурса хакланă.
Леонид Ильин ячĕллĕ премие те иккĕн пайланă. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕн институчĕн наук ĕçченĕ Алексей Леонтьев Аркадий Айдак пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕ çинчен кăларнă кĕнекешĕн тата «Республика» хаçат корреспонденчĕ Владислав Николаев ялсен аталанăвĕ пирки хатĕрленĕ паха материалсемшĕн.

 

Владимир Тимофеев