Журналист, ҫыравҫӑ, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ Михаил Желтов 75 ҫул тултарчӗ

Михаил Желтова ҫут ҫанталӑк нумай енлӗ пултарулӑх парнеленӗ.

Тӑвай районӗнчи Сӑхӑтпуҫ ывӑлӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче техника пӗлӗвӗ илнӗ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт заводра вӑй хунӑ. Пирӗн телерадиокомпанире вӑл 15 ҫул - 1984-мӗш ҫултан пуҫласа 1999 ҫулччен - ӗҫленӗ: малтан радиора "21-мӗш ӗмӗр умӗн" тата ытти кӑларӑмӗсемпе, каярах телевиденири "Ытахаль калаҫусем" йышши программисемпе куракансене хӑйпе пӗрле тӑван халӑхӑн паянхи пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшлаттарнӑ. Унӑн 25 кӗске телефильмран тӑракан "Лица Чувашии" ярӑмӗ - пирӗн ылтӑн ҫӳпҫере. Ҫав вӑхӑтрах Сарри Мишши (вӑлах Михаил Сунтал) Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, чылай кӗнекен, "Иван Яковлев" опера либреттин авторӗ, унӑн сӑввисемпе халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ чылай юрӑ кӗвӗленӗ. Митта Ваҫлей ячӗллӗ преми лауреачӗ журналистикӑран наукӑна кайнӑ, философи докторӗ, профессор пулса тӑнӑ. Халӗ Михаил Павлович тивӗҫлӗ канура. Хамӑрӑн ӗҫтеше ҫуралнӑ кун ячӗпе саламлатпӑр, ырлӑх-сывлӑх сунатпӑр.

 

Марина Карягина