Истори валли ҫырса хӑварнӑ

Чӑваш Енре Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тунисен паттӑрлӑхне халалланӑ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ӑна наци библиотекинче пахаларӗҫ.

1941-мӗш ҫулхи кӗркунне хаяр тӑшман Мускава илес хӑрушлӑх тухса тӑрсан чылай регионта пӗр тӑхтамасӑр хӳтӗлев чиккисем тума пуҫланӑ. Чӑваш Ен ҫӗрӗ ҫинче вӑл 380 ҫухрӑма тӑсӑлнӑ. Вӗсенчен 80-шӗ - танксене чарма пултаракан тарӑн варсем. Хӳтӗлев чиккисене пӗтӗмпех вӑрҫа каймасӑр юлнӑ халӑх вӑйӗпе чавнӑ. Ачасемпе хӗрарӑмсем тата ӗҫлеме пултаракан сухаллӑ ватӑсем 40 ытла градус сивӗре выҫлӑн-тутлӑн шӑн ҫӗре такканӑ. Ҫак асапа чӑтса ирттернисен паттӑрлӑхне истори валли ҫырса хӑварас тесе иртнӗ ҫул Шупашкарти шкул ачисем пысӑк ҫула тухнӑ. Тӗрлӗ района ҫитсе ветерансемпе тӗл пулнӑ. Вӗсен тылри паттӑрлӑх историйӗсене ҫырса илнӗ. Чи кӑсӑклӑ асаилӳсене ҫак 200 страницӑллӑ кӗнекене кӗртнӗ.

 

Алексей Енейкин, Владимир Синдеев