Иртнӗ талӑкра Шупашкарта тата республикӑри чылай районта чрезвычайлӑ лару-тӑру пулнӑ

Ҫил ҫеккунтра 17 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ, ҫулсене юр хӳсе лартнӑ, пӑрлантарнӑ. Ҫакӑн пек ҫанталӑкра ҫуран ҫӳрекенсен те, водительсен те питӗ тимлӗ пулмаллине асӑрхаттараҫҫӗ инспекторсем. 

Иртнӗ талӑкра кӑнтӑрлахи икӗ сехетрен Мӑ-7 тата А-151 федераци ҫулӗсем ҫинче автобуссемпе пысӑк тиевлӗ машинсем чарӑнса ларнӑ. Уйрӑмах республикӑн хӗвеланӑҫ районӗнче - Улатӑрпа Пӑрачкав тӑрӑхӗсенче  юр вӑйлӑ вӗҫтернӗ. Комсомольски районӗнче те ҫакӑн пек лару-тӑру.  А-151 трасса ҫинче машин чӳречисенчен ҫул ҫакӑн пек курӑннӑ. Ҫанталӑка пула Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗ ҫывӑхӗнче пысӑк машинсем капланса тӑнӑ. Инспекторсен ҫул-йӗр тасатакан техника валли ятарлӑ коридор йӗркелеме тивнӗ. Сӑмах май, республикӑри ҫулсемшӗн яваплӑ компанисен  халӗ талӑкӗпех ӗҫлеме тивет.

 

Елена Дмитриева, Татьяна Самсонова, Вадим Владимиров, Михаил Солин