Инноваци проекчӗсене ӗҫре анлӑ усӑ курнӑшӑн гранта тивӗҫнӗ

Чӑваш Енри пӗлӳ ҫурчӗсене 200-шер пин тенкӗ грант парса чысланӑ.  Патшалӑх пулӑшӑвне 20 вӗренӳ учрежденийӗ илнӗ. Вӗсен йышӗнче - Вӑрнарти иккӗмӗш шкул.  

Вӑрнарти иккӗмӗш вӑтам шкулта ачасене вĕренме, тӗрлӗ енлӗ аталанма тивӗҫлӗ майсем туса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫулталӑк ытла учрежденире "Точка роста" текен цифрӑпа гуманитари вӗренӳ центрӗ ӗҫлет. Кунта ачасем вӑхӑта усӑллӑ ирттерме пултараҫҫӗ: кӗнеке вулаҫҫӗ, конкурссене хатӗрленеҫҫӗ, шахматла  выляҫҫӗ тата инçет майпа тӗрлӗ тупăшăва хутшӑнаҫҫӗ. Вĕренекенсем виртуаллӑ вӑйӑсене уйрăмах кӑмӑллаҫҫӗ. 

 

Елена Дмитриева, Михаил Солин