Иккӗмӗш кун Шупашкарта ҫӗр улми куравӗ ӗҫлет

Паян ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансем ӑна тирпейлессипе, сутассипе, ҫӗнӗ технологисем усӑ курассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене ҫавра сӗтел тавра пухӑнса сӳтсе явӗҫ.

"Иккӗмӗш ҫӑкӑра" халалланӑ уяв кӑҫал 12-мӗш хут иртет. Хальхинче Раҫҫейри 24 регионтан тата Беларуҫрен пурӗ 81 компание пӗрле пуҫтарчӗ вӑл. Ҫӗр улми ҫитӗнтерекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, курав пӗр-пӗрин ӗҫӗ, отрасльти ҫӗнӗлӗхсем пирки пӗлме май парать. Ял хуҫалӑхӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ унта ҫулсеренех хутшӑнать. Вӗсен экспозицийӗпе ҫынсем кӑсӑклансах паллашрӗҫ. Ир пулаканни, каярах пулса ҫитекенни, шурри, сарри, хӗрли - ҫӗр улмин 30 сортне илсе килнӗ курава. Ҫӗннисене кӑларас тӗлӗшпе те ӗҫлеҫҫӗ институтра.

 

Екатерина Фомина, Виктор Степанов