Хыпарсӑр ҫухалнӑ салтак 80 ҫул иртсен тӑван тӑрӑха таврӑннӑ

Нумаях пулмасть Севастопольти "35-мӗш ҫыран батареи" ятлӑ историпе асӑну комплексӗнче чӑваш пулнӑ Петр Ириков хӗрлӗармеец шӑммисене пытарма Пушкӑрт Республикинчи Зилаир районӗнчен ҫитнӗ делегацие панӑ.   

Салтак  нимӗҫ фашисчӗсене хирӗҫ 35-мӗш стрелоксен дивизийӗн 1167-мӗш полк йышӗнче ҫапӑҫнӑ. Унӑн шӑммисене Севастопольти шыравҫӑсем икӗ ҫул каяллах Мекензи тӑвӗсем ҫывӑхӗнче тупнӑ. Шӑп 1941-1942-мӗш ҫулсенче унта хӗрӳ ҫапӑҫусем пынӑ. Ун чухне Приморье ҫарӗ тӑвӑн ҫурҫӗр енче хӳтӗлевре тӑнӑ.  Салтаксем 250 кун таран пӗр утӑм та чакман. Ырӑ ӗҫ тӑвакансем, телее, Петр Ириков салтак ҫумӗнче медальон асӑрханӑ. Капсулӑри хут лайӑхах упраннӑ пулнӑ, анчах та мӗн ҫырнине вулама май килмен. Ӑна лабораторире тӗпчеме тивнӗ.  Шыравҫӑсем ҫавӑн пекех Пушкӑрт делегацине красноармеец ҫумӗнче пулнӑ пиҫиххипе противогаз тата Мосин винтовкин пайӗсене пачӗҫ.


Леонид Петров