Хоккейла выляма та, конькипе ярӑнма та пулать

Кӑҫал Шупашкарти шкулсенче 15 каток тунӑ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансемшӗн тивӗҫлӗ майсем йӗркеленӗ. 

Шупашкарта пурӑнакансем валли хӗлӗпех 20 каток ӗҫлӗ. Хӑшӗ-пӗринче вӑхӑтлӑх коньки те илме пулать. Прокат пунктӗнче кӑҫал чей, кофе таврашӗ сутма чарнине шута илмелле.  Шупашкарти катоксем ирхи вуннӑран пуҫласа каҫхи вунӑ сехетчен ӗҫлеҫҫӗ.

 

Алиса Александрова, Семён Антонов, Михаил Солин